Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Айӑп (Владимир)

Паян пире кӑлармарӗҫ урама
Ҫутӑ пӑр ҫинче калайла выляма
Ӗнер илтмен анне киле чӗннине
Сисмен тумтирсем пӑрланса шӑннине

Кантӑкран пӑхса ларатпӑр урама
Ача-пӑча пуҫтарӑннӑ выляма
Эпӗ те тухса чупаттӑм ярӑнма
Намӑс пулӗ анне куҫне курӑнма

Кунӗпе ача пӑхма хушнӑ мана
Пӗччен хӑварма ҫук пӗчӗк Ваҫҫӑна
Пӗтӗм ача яранаҫҫӗ савӑнса
Шӑллӑмпа пӑхса ларатпӑр ӑмсанса

Ҫавӑн пекех пӑхар


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-03-01 20:46:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3206 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем